Чӑваш чӗлхи

Код: kn86882
Складра: ҫук
Автор: Л.П. Сергеев, Е.А. Ендреева, В.И. Котлеев
Изд-во: Чӑваш кӗнеке издательстви
Кӑларнӑ ҫул: 2012
Тавар виҫи: 152х210
Страница шучӗ: 432
ISBN: 978-5-7670-1930-4
Тираж: 1000
Чӗлхе: чӑвашла (на чувашском)
Кӗнеке тӗсӗ: вӗренӳ кӗнеки
Йывӑрӑш: 490 г.
Аннотаци: Чӑваш чӗлхи — чӑваш халӑхӗн наци чӗлхи. Ку чӗлхепе 1,8 миллион ытла ҫын калаҫать. Вӑл кулленхи калаҫу чӗлхи ҫеҫ мар, радиопа телевидени, чӑвашла хаҫатсемпе журналсен, чӑваш театрӗсен тата ыттисен чӗлхи те.
Чӑваш чӗлхи чӑваш шкулӗсен пуҫламӑш класӗсенче тӗрлӗ наука никӗсне вӗрентмелли, пӗлӳ илмелли пӗртен-пӗр хатӗр пулса тӑрать. Унсӑр пуҫне чӑваш чӗлхи вӑл — чӑваш шкулӗнче вӗрентмелли хӑйне уйрӑм, ятарлӑ предмет. Ҫавӑнпа ҫак предметӑн пӗлтерӗшӗ питех те пысӑк, шкул учителӗсен тӑван чӗлхене, унӑн тытӑмӗпе йӗркисене, литература чӗлхин лексикӑпа грамматикӑри тата фонетикӑри нормисене ҫирӗп пӗлмелле. Ҫаксене шута илсе чӑваш фшхологи факультетӗнче хальхи чӑваш литература чӗлхине вӗрентессине пысӑк вырӑна хураҫҫӗ. Чӑваш литература чӗлхи курсӗн тӗп задачисем ҫаксем: 1) тӑван чӗлхе факчӗсене, чӗлхе законӗсемпе тӗрлӗ пулӑмне наукӑра епле пӑхаҫҫӗ, ҫавӑн пек ӑнлантарса парасси; 2) литература чӗлхин нормисене студентсен ӑс-тӑнӗнче тарӑн ҫирӗплетсе хӑварасси; 3) чӗлхе факчӗсене тишкерме студентсене хӑйсене явӑҫтарса вӗрентесси; 4) студентсен пуплев (калаҫупа ҫыру) культурине аталантарасси.
Вӗренӳ кӗнекинче чӑваш филологи факулътечӗн студенчӗсем валлй ҫенӗ программӑпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗн мӗнпур пайне ҫырса панӑ.