Псалтырь (мухтав юррисен кӗнеки)

Код: kn52906
Складра: ҫук
Изд-во: Чӑваш кӗнеке издательстви
Кӑларнӑ ҫул: 2011
Тавар виҫи: 205х295
Страница шучӗ: 208
ISBN: 978-5-7670-1801-7
Тираж: 10000
Чӗлхе: чӑвашла (чувашский)
Кӗнеке тӗсӗ: тӗн литератури
Йывӑрӑш: 490 г.
Аннотаци: тата вилнисемшӗн вуламалли канон.
Чӑн тӗне тытса пурӑнаканшӑн «Псалтирь» — кулленех вуламалли кӗнеке. Псаломсене чунтанах тӑрӑшса вулани ӑса-тӑна ҫивӗчлетет, Чӑн тӗне ҫирӗп тытса тӑма пулӑшать, Турӑ хушнӑ пек пурӑнма вӗрентсе хӑнӑхтарать.
«Псалтирь» Христос тӗнӗпе пурӑнаканшӑн епле пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине калама та йывӑр. Турра ӗненекен ҫын ӗмӗрлӗхех куҫне хупсан та чи малтан «Псалтирь» вулама тытӑнаҫҫӗ, анчах та чылайӑшӗ ӑна виле ҫинче мӗнле йӗркепе вуламаллине пӗлмест. Чиркӗве пыракансем яланах пӗрешкел ыйтусем параҫҫӗ: «Ҫын вилес умӗн мӗн тумалла?», «Ҫын вилсен мӗскер тумалла, пытарма епле хатӗрленмелле?», «Вилене, чирку вӗрентнӗ пек, мӗнле тӗрес пытармалла?..» Ҫакнашкал ыйтусем вуншар та вуншар. Вӗсене хурав пама тӑрӑшать те ӗнтӗ ҫак кӗнеке. Ӑна кӑларнӑ чух 2002 ҫулта Шупашкарта тухнӑ «Псалтирь (Мухтав юррисен кӗнеки) тата вилнисемшӗн вуламалли Канон» ятлӑ кӗнекене тӗпе хунӑ.
Чиркӗве кулленех ҫӳрекенсем хушшинче ватӑлнӑран куҫ имшерленнӗ ҫынсес сахал мар, ҫамрӑксем хушшинче те куҫлӑхпа ҫеҫ вулама пултаракансем пайтах. Вӗсене пулин ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе ку «Псалтире» ятарласах шултра саспаллисемле пухса кӑларнӑ.

Кӗнеке тӗсӗ: тӗн литератури
Кӑларнӑ ҫул: 2016