Ай, тӑварлӑ-ҫке кӗвӗҫӳ куҫҫулӗ

Код: kn34679
Складра: ҫук
Автор: Виталий Шемекеев
Изд-во: Чӑваш кӗнеке издательстви
Кӑларнӑ ҫул: 2008
Тавар виҫи: 137х205
Страница шучӗ: 414
ISBN: 978-5-7670-1558-0
Тираж: 2000
Чӗлхе: чӑвашла (чувашский)
Кӗнеке тӗсӗ: илемлӗ литература
Йывӑрӑш: 460 г.
Аннотаци: Хайлава юрату романӗ жанрпа ҫырнӑ.
Романти ӗҫ-пуҫ питӗ хӑвӑрт аталанса пырать. Тӗп геройсем Георгипе унӑн мӑшӑрӗ Анюта тата Георгин малтанхи юратӑвӗ Виолетта хайлаври юрату виҫкӗтеслӗхне йӗркелеҫҫӗ. Сӑлтавсӑрах кӗвӗҫнине пула упӑшки Анютӑна пысӑк инкеке кӗртсе ӳкерет. Ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Малалла вара ҫемьене тата хӑрушӑрах шар кӗтет.
Хӑйӗн малтанхи юратӑвне тавӑрас тесе Виолетта Георгие тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрать — хитре хӗрарӑм умӗнче туйӑмӗсене чараймасть арҫын.
Пуҫ тавра шухӑшласа туман ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухнине вулакан романпа паллашнӑҫемӗн хӑех пӗлӗ, йӑнӑш ҫул ҫине пӑрӑнса кӗнӗ ҫынна мӗн кӗтнине хӑех ӑнкарӗ, тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тӑвӗ.