Русский   |   ЧăвашлаУрхамахсем тăраç тапăртатса Литературный мир Чувашии Пиç, пиç, палан (караоке) Чăваш халăх философийĕ Вырăсла-чăвашла словарь Эс пулсан (50-мĕш mp3 пуххи) Юратсассăн (48-мĕш mp3 пуххи) История предков чувашей Юрла, ташла эс манпала (35-мĕш mp3 пуххи) Савни юррисем Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка Саншăнах çунать чĕре Популярные чувашские песни (49-мĕш mp3 пуххи) Кин кĕртесси çăмăл мар +1 концерт Чуна уçакан юрăсем Терентий Дверенинăн чăваш тĕнчи Шÿтсен пуххи Чăваш хĕрĕ (46-мĕш mp3 пуххи) Улькка кинĕн виçĕ кинĕ + 1 фильм 2012 çулхи календарь Петров-шоу + 1 фильм История чувашей Вĕç çӳлелле
Шырав
Ҫӗнӗ тавар
Комментарисем
[email protected] (27.01.2019 11:46):

Саварсен хаватпа савапла ТУХА (Святой Духа) варатакан, Авалхи Аса (Авеста) куртекен, чунла чересене черелехпе турелех...

николай (01.11.2018 19:59):

Откуда можно скачать видео

Альфред (03.03.2018 22:10):

Хочу такой же на 2018,2019гг

Реклама
 

Мĕнле туянмалла?

 

Хамăрăн тетел лавккине (интернет-магазина) эпир ансатрах тума тăрăшрăмар, çавна май туянас тесен ним йывăрри те пулмалла мар (пирĕн шутпа).

1. Регистраци

Пирĕн лавккара ятарлă регистраци кирлĕ мар — туянакана уйăрас тĕллевпе вара ятарлă номер усă куратпăр («Сайтçă номерĕ» ятлă). Вăл хальлĕхе сирĕн çук пулсан тавара туяннă май лавкка ăна сирĕн валли хăйех уйăрĕ.

Енчен те сирĕн Сайтçă номерĕ пур пулсан — унпа усă курса сайта кĕрĕр. Пĕр номерпе темиçе саккас тунă хыççăн сире парнесем кĕтме пултараççĕ — çавăнпа та кашнинчен çĕнĕ номер парасса ан кĕтĕр, малтанхипе усă курăр.

2. Туянасси

Тавар туянма пĕрре те йывăр мар вара: хăвăр кирлĕ тавара шыраса тупăр та «Туян» пускăч çине пусăр. Вăл тавар сирĕн карçинккана кайĕ. Тепĕр тавар кирлĕ пулсан — ăна та çапла май карçинккана куçарăр.

Карçинккари таварсене эсир сулахай енче вырнаçнă ятарлă блокра курма пултаратăр — миçе тавар эсир суйланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ.

3. Саккас тăвасси.

Кирлĕ таварсене карçинккана кĕртсе пĕтернĕ хыççăн саккас тума та вăхăт çитрĕ. Ку ĕç те çăмăл — сирĕн сулахайри «Карçинкка» пайра «Саккас ту» пускăч çине пусмалла кăна.

Саккас тăвасси 5 утăмран тăрать:

- тавар суйласси (карçинккана хунă таварсене туянассине çирĕплетни кăна ку)

- тавара çитермелли реквизитсене кăтартасси (адрес, ХЯАЯ (ФИО), эл. почта т. ыт.);

- çитермелли мая кăтартасси (почтăпа е кил таран çитересси);

- тӳлев тĕсне палăртасси (наложенный платежпа, банк урлă, е тавара кил таран çитерсен тӳлесси)

- саккаса çирĕплетни.

Кашни утăмĕнче малалла куçмашкăн сирĕн «Малалла» çине пусмалла. Куçма памасть пулсан — эсир кирлĕ анара çырса тултарман, е суйламаллинче суйламан.

4. Саккасланисем.

Саккас тунă хыççăн пирĕн лаввка ун тăрăх ĕçлеме пуçлать. «Саккассем» пайра эсир хăвăрăн саккасăн тăрăмне тĕрĕслеме пултаратăр. Тӳрех асăрхаттаратпăр: ку тапхăра çитсен эсир саккаса пăрахăçлаймастăр (ку ĕçе пирĕнпе ятарлă çыхăнсан кăна тума май пур).

Укçине тавара илнĕ май тӳлемелли саккассене эпир тепĕр кун ярса паратпăр. Укçине маларах тӳлекенсен саккасĕсене вара — укçа пирĕн пата çитнĕ май.

5. Тӳлев.

Укçине тавар илнĕ май тӳленинче ним йывăрлăх та çук, çавна май тепĕр тĕс пирки каласа чарăнса тăрăпăр.

Тавара ярса париччен тӳленĕ чухне сирĕн укçана маларах хушмалла: банк урлă та куçарма май пур, электронлă укçапа та усă курма пулать. Реквизитсене эсир тӳлев тĕсне суйланă чухне курма пултаратăр.

6. Тавара çитерес вăхăт

Ку вăхăт çитерӳ мелĕнчен килет. Почтăпа 3-7 кун хушшинче çитереççĕ (посылка ăçта çитнине пăхса тăма эпир сире унăн почта кодне пĕлтерĕпĕр). Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Шупашкарпа юнашар вырнаçнă районсенче кил таран çитермелли меле суйласан 1-2 кун хушшинче çитеретпĕр.